Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.
Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Лепетерте йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарса кайман, анчах ял ҫыннисен укҫа илнӗ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша сивӗ чухне виҫӗ талӑкра пӗр хутран кая мар турттарса тӑмалла, сывлӑш температури 5 граудсран ӑшӑрах чухне — талӑкра пӗрре.
2023 ҫулхи раштав тата 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче Лепетерти каяша уйӑхра пӗрре ҫеҫ турттарса кайнӑ, 2024 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче пачах та турттарман. Ҫынсем патне вара квитанцисем килсе выртнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Ситиматик Чувашия» предприятин гендиректорне прокуратура коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеве ҫӗнӗрен шутласа пама хушнӑ.
Чӑваш Енри педагогсене — тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене — преми парса хавхалантарма йышӑннӑ.
150 пин тенке Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри истори учителӗ, «Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ» Артём Максимов тивӗҫнӗ. Улатӑрти «Теремок» 1-мӗш ача пахчинче воспитательте ӗҫлекен Любовь Дубровскаяна, «Чӑваш Енри ҫулталӑк воспитательне», 100 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.
50-шар пин тенке Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тренккассинчи вӑтам шкулти класс ертӳҫине Анна Степановӑна, Шупашкарти 2-мӗш вӗпенӳ центрӗн социаллӑ педагогне Дария Волковӑна, Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинчи Анастасия Степанова педагог-психолога, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназин директор ҫумне Александр Карпова, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнчи музыка учительне Наталья Яровӑна, Сывлӑх енчен хавшак ачасен вӗренӳ центрӗн тьюторне Галина Степановӑна, Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулти пуҫламӑш классен учительнеКарина Гордеевӑна, Шупашкарти 205-мӗш ача пахчин учитель-логопедне Екатерина Мурчинӑна, Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи тата литературин учительне Людмила Николавӑна парӗҫ.
Чӑваш Енре кимӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пек йышӑнӑва республика Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫӗнӗ производство комплексӗ уҫасшӑн.
Асӑннӑ комплекса туса лартма ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре производство объекчӗ валли куҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Бельцов пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑра ҫӑмӑл моторлӑ кимӗсем тата ҫӑмӑл прицепсем туса кӑларма пуҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне унта ҫӗвӗ цехӗ уҫӗҫ, прицепсем валли тентсем ҫӗлеме тытӑнӗҫ.
Проекта 150 миллион тенке яхӑн хывӗҫ. Производствӑна 2027 ҫулхи кӗркунне тӗлне хута ярасшӑн. Унта 200-е яхӑн ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 412,5 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартнӑ. Ҫав шутран 221 пине тӑваткал метрӗ — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр, 191,5 пин таваткал метрӗ — уйрӑм ҫурт-йӗр.
Ҫурт-йӗре пуринчен ытла Шупашкарта (213,8 пин тӑваткал метр), Шупашкар муниципаллӑ округӗнче (75, 1 пин тӑваткал метр), Муркаш тӑрӑхӗнче (15,4 пин тӑваткал метр), Ҫӗнӗ Шупашкарта ( 11,8 пин тӑваткал метр), Канашра (11,5 пин тӑваткал метр) туса лартнӑ.
Шупашкар районӗнчи прокуратура вырӑнти муниципалитет округӗнче ҫынсен ыйтӑвне вӑхӑтра хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастар надзор органне хӑй пӗлтернӗ-ха.
Прокуратура тӗрӗсленӗ те Ишлей ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вырӑнти тӳре-шара патне ыйтса ҫырнине палӑртнӑ. Муниципалитетӑн Ишлей территорийӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравлама васкаман. Ыйтӑвӗ урамри юра турттарманран ҫурхи шыв юхса выртнипе ҫыхӑннӑ.
Тӳре-шара тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне округӗнче ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче «Манӑҫми аваллӑх» фольклор уявӗ иртнӗ.
Ӑна питӗ пуян та интереслӗ йӗркеленӗ: тематика конкурсӗсем, чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййисем пулнӑ. Вӑрнар, Канаш, Шупашкар, Елчӗк округӗсенчи пултаралӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Выйкӑт» ҫемье фольклор ансамблӗ кӗсле калас, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ҫӗнӗ редактор ертсе пыма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: яваплӑ ҫак должноҫа Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторне Виктория Вышинскаяна шанса панӑ.
Ӗнер коллектива ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарма республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Гурьянов пынӑ.
Виктория Вышинская журналистикӑри кун-ҫулне «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентӗнчен пуҫланӑ. 2017 ҫултанпа вӑл «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Виктория Вышинская нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан республика ертӳҫи «Хыпар» издательство ҫуртне пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Ҫав шутра — Пичет ҫуртне юсама та. Олег Николаев пулӑшма шантарнине министрӑн ҫумӗ Алексей Гурьянов та ҫирӗплетнӗ. Республикӑра медиацентр йӗркелеме йышӑнни ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмран пӗри иккен. Унӑн центрӗ «Хыпар» пулса тӑрӗ. Медицентрпа чи малтанах Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештерӗҫ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Куснар ялӗнче пӗр хӗрарӑма таджкисене пропискӑна тӑратнӑ. Вӗсем унӑн тӑван-пӗтенӗ пулман. Раҫҫейре регистраци пултӑр тесе лешсем ыйтнӑран вӑл вӗсене ялти ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Хӑй хӗрарӑм Шупашкарта пурӑнать иккен.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри специалисчӗсем хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑа РФ Пуҫиле кодексӗн 322.2 статйипе айӑпласшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Икӗ таджика вӑл пӗлтӗрхи ҫурлда уйӑхӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Шупашкар округӗнчи Шӗнерпуҫ ҫыннисем ял уявне паллӑ тунӑ. Шӑпах Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче пухӑннӑ вӗсем. Шӗнерпуҫсем ял уявне 25 ҫул ытла паллӑ тӑваҫҫӗ, ырӑ йӑлана манмаҫҫӗ.
Уяв епле парнесӗр пултӑр-ха? «Нумай пурӑнни» федераци программипе килӗшӳллӗн ялта пурӑнакансем валли канмалли хӑтлӑ вырӑн тата уҫӑ спорт комплексӗ туса панӑ. Ӑна официаллӑ майпа уҫичченех ача-пӑча «тӗрӗсленӗ».
Ал ӗҫ куравӗнче хӗрарӑм кӗпи тӗп вырӑнта пулнӑ. Лаврентьевсен ҫемйи ӑна 150 ҫул ӗнтӗ ӑруран ӑрӑва парать. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Надежда Антоновна ӑна уявсенче тӑхӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |